Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сăваплă вырăна сăваплăхра тытар

Сăваплă вырăна сăваплăхра тытар

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ тунтикунхи черетлĕ канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă тĕрлĕ ыйтăва сÿтсе явнă.

Пĕтĕм халăх хутшăнакан пысăк праçник – Çимĕк хыçа юлчĕ. Районти полици пайĕн начальникĕ Алексей Алексеев пĕлтернĕ тăрăх, пĕтĕмĕшле илсен вăл кăлтăксăр, инкек-синкексĕр иртсе кайнă.

Çимĕке хатĕрленсе масар таврашне хăтлав, тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе мĕнле ĕçленĕ-ха; Çак ыйту тавра район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн ертÿçи Леонард Левый сăмах хускатрĕ.

3-4 çул каялла аван ĕçленĕччĕ масарсен территорийĕсене тасатас, вĕсенче тĕрлĕ ĕç тăвас тĕлĕшпе, анчах юлашки вăхăтра лăпланни туйăнать, – тÿрех çивĕчлетрĕ вăл хăйĕн калаçăвне.

Паллах, халăх вăйĕпе пурнăçланă ĕçсене те палăртмасăр хăвармарĕ вăл. Акă, Исемпел, Тăрăм, Тĕмер ялĕсенчи масар хапхисене тĕпрен çĕнетнĕ. Çÿп-çапран тасатас, масар çурчĕсене юсас тĕлĕшпе те чылай ĕç туса ирттернĕ районта. Чи лайăххине курса вырăнта йĕркелес тесен Елчĕк тата Аслă Елчĕк ял тăрăхĕсенчи масарсене кайса курмалла.

Кашнин çывăх тăванĕсем ĕмĕрлĕх канăç тупнă вырăн – сăваплă. Çак сăмах хăйĕн пĕлтерĕшне нихăçан та ан çухаттăр. Ĕçĕсем те пĕр тапхăрлăх çеç ан пулччăр, мĕншĕн тесен пурнăçламалли пайтах: вăрмана çаврăннă йывăçсене касмалла, çуртсем лартмалла е çĕнетмелле, картасем тытмалла е юсамалла. Вил тăпри шăтăкĕсем алтнă май çĕр лаптăкĕпе виçеллĕ усă курни те кирлĕ. Унти пĕтĕм ĕçе яваплă çынсем йĕркелесе тăрсан аван. Тата: Çимĕк нумай хăна-вĕрле – çывăхри, аякри тăвансене пуçтарать, çавăнпа вил тăприсем çинче шавлă калаçу пуçаракан, сăра-эрехпе минрешсе çынлăх картинчен тухнă тĕслĕхсем те тĕл пулкалаççĕ. Усал шĕвеке унта пачах çул памалла мар. Вилнисене çапла асăнни вĕсене хисеп туманниех.

Ĕçкĕ-çикĕ проблеми район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин ял уявĕсем пирки сăмах пуçарсан та çиеле тухрĕ.

– Ял уявĕсене пурнăçа кĕртнĕ пысăк ĕçсемпе çыхăнтармалла, ĕçкĕпе мар, – терĕ вăл пусăмлатса. – Уйрăмах хĕрарăмсем пăсăлса пыраççĕ вĕт. Эрехне те, машинисене те «тытса илчĕç» ĕнтĕ арçынсенчен.

Шÿтлесе каланă пек те, çапах та чăн сăмахăн суйи çук. Арçын ĕçни – çур инкек, хĕрарăм ĕçни – пĕр инкек тени тĕрĕсех.

Николай Петрович ялсене пырса кĕнĕ вырăнсене стела вырнаçтарас ыйтăва пуçласа хускатмасть канашлура. Хальхинче ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене çак ĕçе кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме хушса хăварчĕ. Паянхи кун тĕлне районти тăхăр ялăн пур çавăн пек панносем. Чи чапли тата мăнаçли – 5 кун каялла уçнă Хăвăлçырмасен стели. «Победа» сахал яваплă общество вара сĕт-çу фермине пырса кĕнĕ çĕре чаплă баннер вырнаçтарнă. Ытти хуçалăх ертÿçисен тĕслĕх илме аякка кайма кирлех мар…

Канашлура культурăпа тата ытти сферăпа çыхăннă ыйтусене те хускатнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code